«Ялавăр чĕнтĕрĕсемпе» паллашăр

17 декабря 2021 08:00

Ульяновскри «На Покровской» курав залĕнче çине-çинех Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта çуралса ÿснĕ пултаруллă та илемлĕ виçĕ чăваш хĕрарăмĕн алă ĕçĕсен куравĕсем пулчĕç. Иртнĕ уйăхра Наталья Новоселецпа Екатерина Исаева чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ çи-пуç тата вĕтĕ шăрçаран ăсталанă капăрлăхсене курма тăратнăччĕ. Вăл уйăх тăсăлчĕ. Раштавăн 9-мĕшĕнче вара Тамара Николаевна Севастьянова Вологод техникипе чĕнтĕр çыхакан ăстан ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.
Салам сăмахĕсене музей ĕçченĕ Наталья Шинкарова каларĕ. Вăл паян çынсен умне тăратнă капăрлăхсем çĕр, икçĕр çул та чи модăллă япаласем пулнине çирĕплетрĕ.
Тамара Николаевнăн ĕçĕсемпе юнашар çĕр çул каялла Вологод чĕнтĕрĕн мелĕпе çыхнă япаласене тăратнине пĕлтерчĕ. Чĕнтĕр техникипе, илемĕпе Т.Н. Севастьяновăн ĕçĕсем музей экспоначĕсем пулмалла, хуть те ăçта – ют çĕршывсенче те – кăтартма тивĕçлĕ терĕ.
Тамара Николаевна Севастьянова 30 çул ытла Вологод мелĕпе чĕнтĕр çыхать. Çак маçтăрлăха вăл иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче Анна Федоровна Паукова ертсе пыракан ал ĕç ăстисен кружокне çÿресе вĕреннĕ. Вăл хальхи «Губернаторский» керменте ĕçленĕ пулнă. Стройкăра кран çинче вăй хуракан чăваш хĕрарăмĕ кунĕпе
çурт хăпартнă, каçпа кружока васканă. Тамара Николаевна унтанпа пушă вăхăта çак киленĕç ĕçпе ирттерет. Ялта пурăнать, выльăх-чĕрлĕх тытать пулин те алла коклюшкăсем тытма та вăхăт çитерет. Ытларах хĕлле, çуркунне пуçламăшĕнче, кăнтăр кунĕнче ларать. Каç енне кайсан кун пек вĕтĕ ĕçе пурнăçлама йывăр.
Курава Т.Н. Севастьянова 56 ĕç тăратнă.
Кунта тутăрсем, кĕпе çухисем, мăй çаккисем, сĕтел çиттисем, çурăм ăшшисем, салфеткăсем тата ыттисем те. Вологод чĕнтĕрĕ пуçне тата маттур чăваш хĕрарăмĕ çавăн пекех кăткăс та вĕтĕ тепĕр техникăна – фриволите – алла илнĕ. Çак мелпе пурнăçланă ĕçсем те нумай.
Тамара Николаевнăна ятарлă курав уçнă ятпа саламлама нумай çын пухăннă, 90-мĕш çулсенче маçтăрлăха пĕрле туптама тытăннă ăстасем те юлташĕшĕн савăнса килсе çитнĕ. Пурин ятĕнчен те ку куравăн «хреснамăшĕ» (музейра ĕçлекенсене вăл паллаштарнă маçтăрпа) Наталья Новоселец сăмах каларĕ. Вăл хăйĕн пултаруллă, ылтăн алăллă ентешĕшĕн питĕ савăннине пĕлтерчĕ. УОЧНКА ĕçтăвкомĕнче халăх пултарулăхĕн комитетне ертсе пыракан Наталья Новоселец Тамара Николаевнăна малашне те çакăн пек куравсем йĕркелеме сунчĕ.
Чăвашсем хамăрăн алă ĕçĕсене кăна мар, тĕрлĕ маçтăрлăха алла илме пултарнине çак курав тÿрремĕнех кăтартнине палăртрĕ.
Тамара Николаевна Севастьянова унччен те тĕрлĕ куравсене хутшăннă: Акатуйсенче, районти, ялсенчи уявсенче. Анчах çакăн пек музейра хăйĕн пысăк куравĕ пĕрремĕш хут пулчĕ. Çав вăхăтрах унăн ĕçĕсем Португалире, Испанире, Тольяттире, Ульяновскра, Çинкĕлте, Чулхулара хăйсен хуçисене тупнă. Тамара Николаевна Португалире пурăнакан хĕрĕ патĕнче темиçе хут та пулнă, унта ярмăрккăсене хутшăннă.
Сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ мухтанма юратмасть. Манăн мĕнпур ĕçĕмсем, пултарулăхăм сирĕн умăрта. Эсир хаклăр тет. Эпĕ савăнса ĕçлетĕп. Çынсене те савăнтарас килет тет. Хăйĕн юратнă ĕçĕпе мăнукĕ кăсăкланма
пуçланăшăн вара чунтан хĕпĕртет. Кама та пулин вĕрентсе хăварас килет тет.
Курав «На Покровской» музейра нарăсăн 27-мĕшĕччен тăсăлать.

Елена ТРОЯНСКАЯ.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.



Фото

Location for : Listing Title