Ялне юратать

27 сентября 2022 10:00

Пăянамăшне, амăшне пăхнă хĕрарăма паян ачисенчен – хисеп.
Чÿрекелте пурăнакан Раиса Лысова (Белова) тăван ялне ытараймасть. Кÿршĕ-аршăпа, ял-йышпа пĕр сăмахлă вăл.
Хĕрарăмăн амăшĕ Мария Степановна Белова (Сабирова), ашшĕ – Андрей Яковлевич. Шăллĕ, Алексей, Ульяновскра пурăннă.
Рая аппа каласа панă тăрăх, ачалăхĕ унăн çăмăл иртмен. Кил хуçалăхĕнче ĕçленисĕр пуçне пĕчĕккĕллех уя тухмалла пулнă.
– Колхоза çĕр улми пуçтарма тухаттăмăр, кунĕпе тăват уран ĕçленĕ, халтан кайиччен упаленнĕ, тăрăшса пуçтарнă. Киле кайма вăхăт çитсен каçпа кашнине пĕрер витре çĕр улми паратчĕç. Çак тупрана мĕнле мăнаçланса йăтса кайнă-ха киле! Хамăр пĕчĕк алăпа ĕçлесе илнĕ-çке ăна, – ачалăха таврăнать Раиса Андреевна. – Ĕçĕ çителĕклех пулнă: чĕкĕнтĕр çумланă, утă çулнă, шăллăма пăхнă.
Аслă вăрçă пуçланнă çул Рая аппа тăваттăра кăна пулнă-ха. Апла пулин те ашшĕне, кÿршĕ-аршăсене, ял çыннисене фронта ăсатнине астăвать.
– Анне питĕ хытă макăрать, ял хĕрарăмĕсем тата аслăрах ачасем хурланса йĕреççĕ. Хÿхленине пăхса тăратăп, анчах мĕн пулнине ăнланаймастăп. Ман алăра пĕчĕк шăллăм. Эпĕ ăна ÿкерес мар тесе хыттăн ыталаса тытнă. Хам та вĕсемпе пĕрле ĕсĕклеме пуçларăм. Пире Элекçейпе иксĕмĕре атте йăтса илчĕ те çумне пăчăртарĕ, унтан хуллен çĕр çине тăратрĕ. Эпĕ шăллăма хăлхинчен пăшăлтататăп: «Ан йĕр, атте таврăнать, пире валли кучченеçсем илсе килет», – тесе кушăрханă аллипе куççульне шăлать Рая аппа. Паян та лăпкăн аса илеймест кинеми ăсату саманчĕсене. – Анчах та атте таврăнаймарĕ. Кучченеçĕ-мĕнĕ – хăйне сывă килессе кĕтрĕмĕр.
Анне урăх качча каймарĕ. 1964 çулта Раиса ял каччипе, хăйĕнчен 10 çул кĕçĕн Петр Лысовпа мăшăрланнă. Петĕр пурнăçĕ тăршшĕпе кĕтÿçĕ пулнă. Çÿпçи ăçта, хупăлчи те çавăнта. Раиса та юратнă мăшăрĕпе пĕрле лашасем, ĕнесем кĕтнĕ.
Килĕнче – пăянамăшĕ. Прасковья Федоровна ывăлĕпе кинĕн 3 ачине ÿстерме пулăшнă. Вăл 92 çула çитсе вилнĕ. Кинне хĕрĕ пекех юратнă. Килĕштерсе, пĕр çăвартан пурăннă. Хирĕçех Райăн амăшĕн, Маруç аппан çурчĕ. Раисăпа Петя ун патне те каçнă.
Паян Лысовсен аслă хĕрĕ Нина ялта пурăнать. Нина Петровна медицина пунктĕнче санитаркăра вăй хурать. Ывăлĕ Николай Майнăра çемьеленнĕ. Кĕçĕнни – Василий – Чÿрекелте Волынщиков Н.Н. хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшать.
Паян Раиса Лысовăн 6 мăнук, 8 кĕçĕн мăнук.
– Веçех аван пек. Патшалăх пире пенси парать. Килте йывăр ĕçлес çук. Хĕрĕм çемйипе çурт урлă çеç пурăнать. Ман пата наччас чупса каçать, мĕн кирлине веçех кÿрет, пулăшать, йывăр ĕçлеттермест. Йăваш та вăл, çепĕç те. Амăшне юратаççĕ ачамсем. Паян пĕчченех пурăнатăп çапла. Пурнăç малалла пырать. Анчах та ватлăх килчĕ ман патăма. Куç япăх курать. Ывăннине туйма пуçларăм. Тĕнчере лăпкă марри чуна ыраттарать, тăнăçлăх кирлĕ. Çамрăксем вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр тенĕччĕ те, – тет чÿкĕн 4-мĕшĕнче 85 çул тултаракан хĕрарăм.
Чÿрекел шкулĕнче (халĕ Культура çурчĕ) ватăсене чыслакан чылай мероприяти иртет. Шел, сывлăхĕ хавшаккипе Рая аппа унта çÿреймест. Апла пулин те ял хастарĕсем кинемие манмаççĕ – йăпăрт кăна кĕрсе тухса тĕрлĕ уявпа саламлаççĕ, ăшшăн калаçса лараççĕ. «Мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене савăнтарса пурăнтăр», – теççĕ хисеплĕ çынна ырă сунса, парнесем парса.

Зинаида ЯРОСЛАВСКАЯ.
Майна районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.



Фото

Location for : Listing Title