Янкăр çутă талант

02 апреля 2021 17:06

Каша ялне чапа кăларнă чăваш 1991 çулта 65 çула çитсе çĕре кĕнĕ.
Владимир Садай (Владимир Леонтьевич Цырульников) Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче 1926 çулта çуркунне çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан тÿрех фронта тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Аслă вăрçă хыççăн нимĕнрен хăраман паттăр чăваш салтакĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнче яппун çарĕсене хирĕç çапăçнă, унтан Монголире, Китайра, Корейăра хĕсмет иртнĕ.
Запаса кайсан икĕ çул тăван районĕнче тухса тăнă «Пĕрлешÿллĕ ĕç» хаçатра ĕçленĕ: яваплă секретарьте, тĕп редакторта. 1951 çулта Шупашкара куçнă. Хăйĕн вăйне «Ялав» журналпа «Çамрăк коммунист» хаçат редакцийĕсенче тĕрĕсленĕ. М. Горький ячĕллĕ литература институтĕнчен вĕренсе тухнă.
Владимир Садай калемĕ айĕнчен нумай калав, чăваш литературине пуянлатнă паллă повеçсемпе романсем тухнă. 20 ытла кĕнеке кун çути курнă. Вĕсенчен 10-шĕ – вырăс чĕлхипе. «Летчиксем» романшăн 1955 çулта маçтăр СССР оборона министерствин премине илме тивĕçлĕ пулнă.
Пирĕн ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕн çул-йĕрне тĕпчесе çыракансем чăваш литературин критикĕсем хушшинче нумайăн. Пурте вĕсем Владимир Садай пултарулăхне пысăк хак параççĕ.

Елена АКСУПИ.

Фото

Location for : Listing Title