Янра эс уççăн, несĕлĕмĕрсен чĕлхи!

08 апреля 2021 09:57

Мероприяти шкул ачисен савăнăçлă концерчĕпе пуçланчĕ. Вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ Сергей Ярославский пурне те ăнăçлă уйăх сунса Тăван чĕлхепе культура уйăхлăхĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ, малалла ачасене сăмах пачĕ. Алина Садовникова чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç. Мария Шкаликова пуçламăш классене паллă ентешĕмĕр Иван Яковлевич чăваш халăхне парса хăварнă халалăн виçесĕр пысăк пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕ. Нина Дьконова, Алина Садовникова тата Мария Шкаликова – питĕ маттур чăваш ачисем. Пуçарулăхпа тĕлĕнтерчĕç, илемлĕ чăваш сăввисене пăхмасăр каларĕç, Иван Яковлев Чĕмпĕрте уçнă чăваш шкулĕнче вĕреннĕ пултаруллă ачасем çинчен пĕчĕк сценка та хатĕрленĕ аслă классем.
Мĕнле наци уявĕ вара чăваш юрри-ташшисĕр! Кунтах ялти ал ăстисен куравĕсем ĕçлерĕç, йăла-йĕркесемпе паллаштаракан калаçусем пулчĕç.

Зинаида ЯРОСЛАВСКАЯ, 
чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ. 
Майна районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.


Фото

Location for : Listing Title