Ярмухинсем – виççĕмĕш вырăнта

03 марта 2021 11:12

– Çак ăмăртусене ирттерес йăла çирĕпленнĕшĕн савăнатăп. Пурне те хутшăннăшăн тав тăватăп тата командăсене ăнăçу сунатăп! – тенĕ регион пуçлăхĕ спортсменсене саламласа.
Пысăк спорт яла та çитмелле. Çакăн пирки те пынă пухăннисемпе калаçу. Правительство палăртнă тăрăх, 2021 çулта ялти 10 пысăк спорт субъектне хăпартма тата çĕнетме, урамри 13 спорт площадкине, ГТО 3 площадкине, 9 хоккей кортне тума палăртнă.
Кăçал яла кайнă спорт тренерĕсене пулăшмалли программа хута каять. Пилĕк çул 50 пин çынран сахалтарах пурăнакан ял-поселокра ачасене спорта явăçтаракан тренерсене 1 миллион тенкĕ парĕç. Унпа вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пултарĕç.
Хĕллехи ял спорт вăййисене облаçри 18 район хăйĕн командине тăратнă, 200 ытла çын спортра вăй виçнĕ. Районти çын шучĕпе командăсене икĕ ушкăна пайланă. Виçĕ куна тăсăлнă хĕрÿ ăмăртура пĕрремĕш ушкăнра Çинкĕл, иккĕмĕшĕнче – Кăлаткăпуç район командисем çĕнтернĕ.
Çемьесем хушшинчи тупăшура Аслă Нагаткинти Ярмухинсен çемйи хисеплĕ виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр!

Фото

Location for : Listing Title