Яваплăхран хăраман ăспаруçă

14 мая 2021 12:07

Аслă Нагаткинăра пурăнакан Раиса Кадировăна (Шакина) тинех хĕвеллĕ ăшă çанталăк çитни хавхалантарать. Еплерех юратупа чÿрече янахĕсем çинче вăл помидор, хĕрлĕ пылак пăрăç, чечек калчисем ÿстернине курасчĕ сирĕн! Вĕсемпе калаçать вăл – çĕртме уйăхĕччен теплицăна куçарма шантарать.

– Кăçалхи çуркунне сивĕ пулчĕ. Тĕрĕссипе, тем пек ĕмĕтленсен те халех ăшăтса ярасса шутламанччĕ эп. Тавах,
Турра. Пире, ялта çуралса вăрмансемпе уйсенчен вăй илнĕ çынсене, çĕр ĕçĕпе аппаланма юратакансене, хĕвел
кирлĕ, – тет Раиса Николаевна.
Çак хĕрарăмпа калаçнăçемĕн вăл мĕншĕн тĕнчене хĕл ыйхинчен вăратасшăн пулнине, еплерех кăмăлпа çут
çанталăк патне туртăннине ăнлантăм – 2021 çулхи раштав, кăрлач тата нарăс уншăн çăмăл уйăхсем пулман. Раштавăн (декабрь) 26-мĕшĕнче вĕсен туй кунĕнче вăл çĕр çинчи чи çывăх та хаклă çыннине çухатнă – кăшăлвирусран 39 çул пĕрле пурăннă юратнă мăшăрĕ вилнĕ. Николай Васильевич çут тĕнчерен уйрăлнăранпа вăхăт чарăнса ларнăн туйăнать Раиса Кадировăшăн.
Чун йăпатмăшĕ – юратнă ĕçĕ. Хĕрарăм – Аслă Нагаткинăри технологи техникумĕн воспитателĕ. Матакра (ТР, Çĕпрел районĕ) çуралнă, шкул хыççăн
Теччĕри педагогика училищинче вĕреннĕ. Ĕç биографине учитель профессийĕнчен пуçланă – Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕнче ачасене вĕрентме пуçланă, пулас мăшăрне тĕл пулнă. 1989 çулта вара çемйипе кÿршĕллĕ облаçа куçса килнĕ. Аван вырăн тупни Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинăра тĕпленме хистенĕ – пурнăç валли укçа ĕçлесе илмешкĕн ятарлă вăтам профессиллĕ училищĕне вырнаçнă. Техникăна тĕшмĕртекен ылтăн алăллă упăшки валли те ĕç тупăннă.
Хăй вĕренекенсен общежитийĕнче воспитатель тивĕçне пурнăçлама пуçланă.
Раиса Кадирова ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнчен тин çеç вĕçсе тухса кайнă хĕрачасемпе арçын ачасемшĕн чăн-чăн пулăшакан, ăнланакан ăспаруçă. Уроксем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, канашсем парать. Училищĕрен
вĕренсе тухнă хыççăн пайтах вăхăт иртсен те тав сăмахĕ калама пăрахман Раиса Николаевнăна студентсем, иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хурса хисепленине уççăн куçран калаççĕ.
Килĕштерсе хисеплесе пурăннă çемье пуçĕ çĕре кĕрсен амăшне çĕнĕрен пурнăç патне тавăраканĕсем – ачисем. Раиса Кадирова – чи ырă та йăваш кăмăллă анне. Аслă ывăлĕ Сергей амăшĕн чи пĕрремĕш пулăшаканĕ– полици майорĕ, вăл юнашарах, хĕрĕ Анна Шупашкарта пурăнать, медицина сестри, Артемий – Ульяновскра, харпăр ĕçĕпе аппаланать.
Пилĕк мăнукĕпе савăнса кун кунлать асанне тата кукамай ятсене тивĕçнĕ асли.
Кану кунĕсенче ал ĕç тытать: тапочкисем çыхать, арлать, тĕрлет, çулла пахчара кăштăртатма юратать.
30 çул ытла ачасене ăс парас çĕрте тăрăшнăшăн чăваш хĕрарăмне пĕр хутчен çеç мар пысăк наградăсем парса чысланă. 2019 çулта Раиса Кадировăн сăнÿкерчĕкне Аслă Нагаткинăри технологи техникумĕн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Çав çул вăл «Чи пултаруллă комендант» сертификата тивĕçнĕ.
Темиçе çул каялла комендант должноçне шансан килĕшнĕшĕн ÿпкелешмест ĕçченскер.
«Икĕ алла – пĕр ĕç. Яваплăхĕ çеç пысăкланчĕ. Мĕнле чăваш вара яваплăхран хăрать?» – терĕ кăнтăр апачĕ вĕçленнипе ĕçе кайма вăхăт çитнине систерсе.
Сăпайлă, лăпкă, ÿркенмен çынпа калаçма та кăмăллă.
Вăхăчĕ çеç ыткăнать. Ăна унта студентсем кĕтеççĕ.

Елена АЛЕКСЕЕВА.
Аслă Нагаткин ялĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title