Ылтăн медале тивĕçнĕ

19 марта 2021 08:00

Арçын ача 100-мĕш лицейра 7-мĕш класра вĕренет. Вăл 13 çулта. Даниилăн çемйи питĕ туслă. Вăл ашшĕпе амăшне йăмăкĕсене пăхма пулăшать. Кашни кун уроксем хыççăн тренировкăсене васкать пулин те 2 пĕчĕк пĕртăванĕпе выляма вăхăт тупать вăл.
Даниилăн наградăсен çÿпçинче 20 яхăн медаль. Нумаях пулмасть 4-мĕш спорт шкулĕн команди Чулхулара пулнă. Унтан çамрăк спортсмен кĕмĕл медальпе таврăннă пулсан вырсарникун Димитровград хулинче иртнĕ ăмăртура çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Ылтăн медале çĕнсе илни пирки чи малтан килне шăнкăравласа пĕлтернĕ маттур кĕрешÿçĕ.
– Мана питĕ килĕшет спортпа аппаланма. Яваплă, хăюллă пулни вĕренÿре те, туслăха аталантарнă çĕрте те самай пулăшать, – терĕ 1-мĕш класранпах хăйне йĕркелеме, кăмăлне çирĕплетме вĕренсе пыракан чăваш ачи.


Алена СЕЛИВАНОВА.
Ульяновск хули.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title