Çын пулнинчен сумлăрах чыс пур-ши?

24 января 2022 10:30

Çак хисеплĕ паллă çын пурнăç çулĕпе автозаводри ахаль рабочирен пуçласа Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленийĕн пĕр подразделенийĕн ертÿçи таранччен утса тухнă. Тĕллев патне çывхарма мĕн кирлине тата пурнăç телейĕ мĕнре пытарăннине аван пĕлет вăл.
Маншăн Петр Петров полковник хăйнеевĕр çын. Унпа сехетшер ларса темĕн çинчен те калаçма, политикăри ыйтусене сÿтсе явма пулать. Петр Ивановичпа хăрпăр шухăш çинче тăма, шÿтлеме, хăйĕн çинчен мĕн шухăшланине пĕтĕмпе калама юрать.
Вăл шăппăн çеç итлесе лармасть, хăй те тивĕçлĕн хуравлама пĕлет. Шухăш шăнăрĕ тимĕр пек. Тавлашса çĕнтерме çук фактсем илсе кăтартать. Ĕмĕр тăршшĕпе пысăк вырăнта ĕçленипе мар. Кăмăлĕ хурçă пек çирĕп пулнипе.
Макаренко пек шухăшласси унăн кăмăл-туйăмĕнче пайтахранпах. Петр Иванович çынсемпе тÿрĕ кăмăлтан, çынла хутшăнассине мала хурать. Мăнкăмăллăх тени пач та çук ку чăвашра.
Туслă çыхăнура эпĕ Петровсен çемйипе, унти лару-тăрупа, еплерех пурăннипе паллашрăм. Вĕсем çурт хăпартса лартрĕç.
Унта сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пур услови те пур. Стенасем çинче тĕрлĕ çулхи сăнÿкерчĕксем, Хисеп хучĕсем, юлташĕсем панă хаклă парнесем çакăнса тăраççĕ.

Ĕмĕр сакки сарлака

Петр 1957 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Раккассинче çуралнă. Ĕç биографийĕ яш 16 çулта чухне Ульяновскри автомобильсем кăларакан заводра пуçланнă.
1975 çултан пуçласа 1981 çулччен – Ульяновскри политехника институчĕн студенчĕ. Икĕ çул Мускав çар округĕнче хĕсметре пулнă. Çарпа политика хатĕрлевĕн отличникĕ пулса офицерсен курсĕсенчен вĕренсе тухнă, аслă лейтенант ятне тивĕçнĕ.
Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула совет çарĕнче юлман вăл – Ульяновскри Чукун çул районĕнчи уголовлă шырава направлени илнĕ. Каярах шалти ĕçсен управленийĕнче инспекторта, Карсун районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче пуçлăх çумĕнче вăй хунă, Вешкаймăри РОВД пуçлăхĕнче, тивĕçлĕ канăва кайиччен Раççейри шалти ĕçсен министерствинчи Ульяновскри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1997 çулта шалти ĕçсен министерствин академине пĕтернĕ. Милици полковникĕ.

Ĕмĕт

Вешкаймăри тапхăр Петр Петровшăн чи йывăр та тухăçлисенчен пĕри. 33 çулта капитан званипе кÿлĕннĕ вăл çак яваплă ĕçе – районти шалти ĕçсен пайне ертсе пынă, чи хыçалти вырăнтан мала илсе тухнă.
Унччен – 15 çулхи ĕç биографийĕ, тата маларах – ачалăхĕ, матрос пулас ĕмĕчĕ.
Хăçан-тăр вăл ашшĕ çар морякĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа панине каçса кайсах итлетчĕ. Иван Сергеевич нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă, фронтран тельняшкăпа тата бескозыркăпа таврăннă. Петя пĕчĕкрен тинĕс çарĕпе çыхăннă мĕнпур япалана пуçтарнă – почта маркисене, хаçат-журналти статьясене. Çывăрнă чухне те канатсем тăрăх мачта тăррине хăпарнăн курнă. Пĕррехинче тĕлĕкре пиратсемпе çапăçнă. Ун аллинче хурçă çивчĕш, хĕççипе вăл ютсене касать пек. Капитан çÿлте кĕпер çинче тăрса матрос паттăрлăхĕпе мăнаçланать. Анчах та пиратсем Петьăна кĕпинчен ярса илчĕç те ураран ÿкересшĕн. Парăнакансен йăхĕнчен мар вăл – тăрук çаврăнса тăшмана хĕççипе çапасшăн. Анчах ниепле те май килмерĕ. Куçне уçрĕ те умĕнче – амăшĕ. Екатерина Алексеевна ывăлне шкула кайма вăратасшăн. «Анне, тата 5 минут!», – тет вăл кулянса.
Элшел вăтам шкулне пĕтерсе Петя Петров аякри çула тухрĕ. Çурçĕр тĕп хулине.
Шăп Ленинградра Дзержинский ячĕллĕ аслă çарпа тинĕс училищи вырнаçнă. Тăван килĕнче ывăлĕн йышăнăвне питĕ шăппăн йышăнчĕç. Амăшĕ ачине çула пуçтарчĕ, ашшĕ чунĕнче ывăлĕшĕн мухтанчĕ.
Хăтланса пăхтăр. Кĕрсен çемьешĕн кăна мар, мĕнпур тăвансемшĕн, ял-йышшăн та савăнăç пулĕ, кĕреймесен никам та, нимĕн те каламĕ. Мускава çити ларса пымалли вакунпа кайрĕ вăл, çÿле хăпарса выртрĕ те мĕн аниччен чÿречере мĕтлетекен ялхуласем çине пăхса пычĕ. «Мускав-Ленинград» пуйăс ăна хăвăртлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ – çеккунтра 20 метр. Ахальтен мар ăна çĕмрен (стрела) теççĕ. Петя чÿрече патĕнчен пăрăнмарĕ. Каç пулттипе те урамаллах пăхрĕ вăл. Чÿрече кутĕнче телефон юписем кăна мĕлтлетсе юлсан та.
Экзаменсене парса ачалăхри ĕмĕте çывхартма тытăнма шанса пурăнчĕ йĕкĕт. Анчах та таçта аякри чăваш ялĕнчен килсе чун-кăмăлтан вĕренме ăнтăлакан ачана малалла ирттермерĕç. Петя пуçласа хăй çинче тĕрĕсмарлăх тенине туйса курчĕ: хура лимузинсем килсе яракан çынсен ачисемпе тупăшма вăйĕ те, майĕ те çук ял ачин. Анчах та ĕç-пуç ăнманни чирлеттерсе ямарĕ ăна. Сасартăк вăл юратнă ашшĕ шанса каланă сăмаха аса илчĕ: «Енчен те экзаменсене параймасан кăмăл çирĕплĕхне ан çухат. Тĕллевÿ патне малалла кай, хăюллă пул. Пурнăçра тĕрĕслев сахал мар пулĕ», – терĕ вăл.

Таврăнни.
Ĕç биографийĕн пуçламăшĕ.

Иван Сергеевич ывăлне тарăхса мар, пысăк ăнланулăхпа кĕтсе илчĕ. Чи пĕлтерĕшлине ырана хăвармасăр хулана кайса тивĕçлĕ ĕç шыраса пăхма сĕнчĕ. Вăл вăхăталла çĕнĕ професси – телемастер – çуралса пынă кăна-ха. Петровсем, ашшĕпе ывăлĕ, «Телемастерская» тесе çырнă алăка уçса пĕчĕк пÿлĕме кĕрсе тăчĕç. Çÿлĕксем çинче, пур кĕтесре те телевизор. Иван Сергеевич, ялта шкул директорĕ пулса вăй хураканскер, ĕçе вырнаçакансемпе еплерех калаçмаллине аван ăнланать. Ывăлĕ ашшĕ çурăмĕ хыçĕнче тăнă пулсан та пĕр куçĕпе пуçлăха тинкерчĕ. Лешĕ вара çăмăл чĕлхепе лăпкăн кăна юсавçа çартан таврăнсан çеç йышăнма хатĕррине пĕлтерчĕ.
– Тен, шофера вĕренсе пăхăпăр, – ашшĕ çитĕннĕ ачин куçĕнчен тинкерчĕ. Петя пуçĕпе сĕлтрĕ. Хăтланса пăхма хирĕç мар эппин.
– Салтакран таврăнсан хаваспах йышăнăпăр, – хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç автомобилистсен клубĕнче.
Кÿршĕри чăваш ялĕнчен пысăк, яваплă ĕçпе килнĕ икĕ çын Ульяновскри автомобильсем кăларакан заводăн кадрсен пайне пырса кĕнĕ чухне хĕвел анăçалла пăрăнма та ĕлкĕрчĕ.
– Вĕренекен вырăнĕ пур-ха пирĕн, – кăвак куçлă йăм-хура майран кашни сăмахĕнче шанăç пурри палăрчĕ. – Анчах та парти райкомĕн ирĕкĕ кирлĕ.
Петя кадрсен пайĕн ĕçченĕ хăйсене ырă суннине çур сăмахранах ăнланчĕ. Хĕрарăм парти çурчĕ ăçта вырнаçнине те кĕскен ăнлантарса ячĕ-çке.
Автозавод Петр Петрова пурнăç ани çине кăларни пĕр иккĕленÿсĕр. Кунта вăл хăйĕнпĕрремĕш специальноçне туянчĕ çеç мар, института кайма направлени çĕнсе илчĕ.
Унта вара яш ăслăлăх авăрне «чăмрĕ», çĕнĕ юлташсем тупрĕ, волейболла, футболла вылярĕ, бокспа кăсăкланчĕ. Институтăн хăйĕн çар кафедри. Çакă кунта аслă пĕлÿ илекенсене хĕсмете каяссинчен хăтарнă. Анчах та ĕнерхи студент Петр Петров хăйне çара яма тархасласа ыйтрĕ.
Тен, кунта вăл пурнăçĕнче пĕрремĕш хут пуласлăх çулне палăртса хурĕ те. Теветкеллĕ çула суйласа илсе йăнăшмарĕ йĕкĕт. Салтакра Мускав çар округĕнче зенит установкисене алла илчĕ. Çур çултанах лейтенант ятне тивĕçрĕ. Командир пулса служба иртме тытăнчĕ. Икĕ çулта пĕр взыскани те пулмарĕ унăн, тавсемпе поощренисем çеç. Çар тивĕçне пурнăçланă хушăра Петр Петров шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçлеме тивĕçлĕ çынсен ушкăнне лекни те пĕр кĕтмен çĕртен пулса тухнă япала мар.
Хĕсметре хастарлăх, хăюлăх кăтартни. Тĕрĕссипе, хăй малтанласа ун çинчен пĕлмен те-ха вăл. Киле кайма вăхăт çитсен илтни илĕртрĕ çамрăка, сĕнĕве пысăк кăмăлпа йышăнса Ульяновскри управление çула тухрĕ вăл.
Анчах та чи малтан Пăва районĕнчи Раккассине ашшĕ-амăшĕ патне çитсе килмелле. Пĕвĕпе пысăках мар, сарлака хул-çурăмлă аслă лейтенант тăван ял урамĕпе пуçа çавăракан, ÿсĕртсе яракан уçă сывлăшпа киленсе утрĕ. Хапха умĕнче кĕтсе тăракан амăшĕ савăнăç куççульне пытармасăр пуçне ывăлĕн кăкăрĕ çине хучĕ.
«Еплерех хăвăрт ватăлаççĕ пирĕн аннесем!» – кĕмĕл тĕслĕ çÿçĕнчен ачашласа амăшне йăвашшăн ыталарĕ ĕнерхи салтак, пит çăмартинчен çепĕççĕн чуптуса халĕпе, сывлăхĕпе кăсăкланчĕ. Çурăмĕ хыçĕнче хăш хушăра шкултан хашкаса чупса килнĕ ашшĕн уттине илтрĕ .
– Еплерех паттăр вăл! Тĕреклĕ, – ăшшăн сăмах хушрĕ Иван Сергеевич Петĕрĕн ытамĕнчен тухса. – Çап-çамрăк-ха – аслă лейтенант! Маттур. Маттур. Аннÿпе иксĕмĕр те мухтанатпăр санпа, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.

Ĕç картлашкипе

Карсун районĕ – Петр Иванович карьеринчи чи пĕрремĕш тĕрĕслев. Пуçлăх çумĕнче вăй хунă май вăл яланах профессионализм теорипе практика опычĕн пĕрлĕхĕ иккенне астуса тăчĕ.
Вешкайма районне йышăнсан умне малтанласа вăрттăнлăхра тытнă тĕллев лартрĕ Петров – пур кăтартупа та хыçалта пыракан хутлăха мала кăлармалла. Йĕркелÿ енне çирĕплетрĕ, кадрсемпе ĕçлессине вăйлатрĕ, пĕлменнисене вĕрентрĕ, хăй те пĕлĕвне ÿстерсех тăчĕ. Никама та хăваламарĕ, анчах та кашни службăран шухăшласа, çине тăрса вăй хунине, тăрăшулăх ыйтрĕ.
Хура ĕçрен хăрамасăр пур синкерлĕ кăткăс пулăма хăй çитсе курчĕ, тимлĕн тишкерчĕ. Малтанхи икĕ çул хăрушă тĕлĕкри пек иртрĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.Н. Крончев, Вешкайма район администрацийĕн пуçлăхĕ М.С. Агапов хавхалантарчĕç ăна, пулăшрĕç. Милици ĕçне пуçне чикмерĕç вĕсем, анчах та пит тимлĕн сăнарĕç. Кĕçех регионти çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе Вешкайма районĕ мала тухрĕ. Чăн-чăн çĕнтерĕве тивĕçрĕ.
ШĔМ академийĕнчен вĕренсе тухнă Петр Петров облаçри шалти ĕçсен управленийĕн подразделенийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама тытăнчĕ.
Паян та стройра вăл – тивĕçлĕ канури милици полковникĕ Петр Иванович Петров, юратакан кукаçей тата асатте. Çак кунсенче ăна юбилейпа саламласа «ШĔМ ветеранĕсен Хисеп Палли» кăкăр палли парса чысланă. УОЧНКАн Ульяновскри Ленин районĕнчи уйрăмне ертсе пырать, туслăха хаклама пĕлет, çивĕч ăсĕпе, пысăк тавракурăмĕпе уйрăлса тăрать. Петр Ивановичпа тĕл пулма юрататăп эпĕ. Кÿршĕ ялтан пулнипе те мар, ÇЫН пулнипе.

Александр БОГАТОВĂН «Человеком быть – нет выше чести» кĕнекине Елена алексеева кĕскетсе куçарнă.


Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Фото

Location for : Listing Title