Çынсемшĕн тăрăшакансем

29 июня 2022 12:00

Ĕç çынна илем кÿрет е çын ĕç вырăнне илемлетет? Темле тавлашсан та ку ыйтура вĕçне-хĕрне тухма çук. Кашнин хăйĕн шухăшĕ. Анчах пĕр-пĕр ĕç вырăнĕнче мĕнле çынсем пулни, вĕсен ĕçлес кăмăлĕ çеç мар, хăйсене çынсемпе еплерех тытни, вĕсен чунĕн ăшшипе хăвачĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах ку çынсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен профессисенче палăрать. Çынпа ĕçлеме çăмăл мар – кашнин кăмăлне, унпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Чирлĕ çынпа ĕçлеме вара пушшех йывăр. Çапах та медицина ĕçченĕсем хăйсем суйласа илнĕ профессипе çыхăннă тивĕçе туллин пурнăçлаççĕ.

Эпĕ вулаканăмăрсене пĕр тĕлĕнмелле коллективпа паллаштарасшăн. Ульяновск облаçĕнчи онкологи диспансерĕн 2-мĕш хирурги уйрăмĕнче паяна 26 çын ĕçлет (пурĕ 30-ăн, 4-шĕ декретра).
Вĕсенчен вара шăп çурри, 13-шĕ, чăваш. Хирурги уйрăмне те пирĕн ентешĕмĕр Владимир Владимирович Музяков ертсе пырать.
Коллективра ăнсăртран килсе лекнĕ çын çук, кунта туслăх атмосфери хуçаланнипе ĕçлекенсен кăмăл-туйăмĕ ырă, ĕçĕ вĕресе тăрать, кал-кал пырать. Пациентсем те хирурги уйрăмĕнчи туслă ĕçченсене юратаççĕ, чунчĕререн тав тăваççĕ.

Историрен

Ульяновск облаçĕнчи онкологи диспансерĕ 1945 çулхи чÿкĕн 16-мĕшĕнче хута кайнă. Унта 30 койка-вырăн пулнă, пациентсене 5 специалист-тухтăр йышăннă. Паянхи куна облаçра кăна мар, çĕршывĕпех ракпа питĕ нумай çын чирлет. Онкодиспансерта халĕ чирлисене вырттармалли 414 койка-вырăн пур, 40 çын кăнтăрла сипленсе каçпа килĕсене каять. Иккĕмĕш хирурги уйрăмĕ 1981 çулта йĕркеленнĕ. Кунта 4 тухтăр тата ытти персонал тăрăшать.
Тĕп тĕллевĕ – кăкăр çинчи усал е сиенсĕр шыçă тухнă пациентсене медицина пулăшăвĕ парасси.
Çулталăкра ку уйрăмра 2700 çын сипленет.
Отделенири специалистсем кăкăр çинчи тĕрлĕ йышши, çав шутра сектораллă, радикаллă, пластика операцийĕсем, химиотерапи, гормонтерапи, эмелпе сиплев курсĕсем, диагностика ирттереççĕ.
– Уйрăм заведующийĕ Владимир Владимирович пулнипе пире питĕ ăннă тесе шутлатпăр. Пысăк профессионал кăна мар вăл, чăн-чăн çын, пысăк саспаллиллĕ тухтăр, ăсчах тата ăслă ертÿçĕ, – çапла пуçларĕ хăйсен коллективĕ пирки каласа пама ыйтсан аслă медицина сестри Марина Викторовна Ульман. – Унпа ĕçлеме кăмăллă. Тен çавăнпа пирĕн уйрăмра ĕçлекенсем тепĕр çĕре куçма тăрăшмаççĕ, çакăнтах нумай çул тытăнса тăрасшăн. Вĕсем хăйсен тивĕçне лайăх пĕлеççĕ, пурте пысăк профессионалсем. Онкологи пек йывăр чирпе куçа-куçăн тĕл пулакан çын медицина ĕçченĕсенчен ăшăлăх, хăйсене ăнланасса, пулăшасса кĕтет. Пирĕн уйрăмра ĕçлекенсем пациентсене çаксене веçех пама тăрăшаççĕ.

Универсалсем

Палата медсестрисем – Ирçел хĕрĕ Надежда Кашкорова, Упи тăрăхĕнчен тухнă Валентина Ярухина, Елена Ишмендерова, Ирина Карасева, Çĕпрел районĕнче çуралса ÿснĕ Марина Хурасева  – чăн-чăн универсалсем. Вĕсем çине питĕ пысăк яваплăх, тивĕç тиенет. Уйрăм-ри 11 палатăра 56 çын сипленет. Кăнтăрла 2 палата медсестри ĕçлет, каçхи дежурствăсенче пĕрерĕн. Иртен пуçласа каçчен вĕсем вĕлле хурчĕсем пек чарăнмасăр вĕлтĕртетеççĕ. Градусник лартса ÿт температурине виçнинчен, тĕрлĕ процедурăсем тунинчен, операци хыççăнхисене сăнанинчен, перевязка тунинчен, тухтăр çырса панине тĕрĕс пурнăçланинчен пуçласа пульницăран каякансене кăларса, килекенсене йышăничченех.
Вĕсем кунне мĕн-мĕн ĕçленине çырса пĕтерме те çук. Çынсем еплерех сывалса пырасси вĕсенчен тÿрремĕнех килет. Тĕслĕхрен, химитерапи процедурине те тĕрĕс ирттермелле. Унран çыннăн пурнăçĕ килет. Пĕр пĕчĕк чĕптĕм йăнăш туни чирлĕскере вĕлерме пултарать.
– Палатăри медсестрасене тÿрремĕнех шанма пулать. Пĕрне ачапа больничнăйне кайма тивсен е чирлесен пĕр сăмахсăр пĕрпĕрне ылмаштараççĕ. Ман смена мар тесе ĕçе килменни, уйрăма медсестрасăр хăварни пĕртте пулман. Килĕсене каймасăр икшер талăк ĕçлени те пулнă вĕсен. Чăтаççĕ, нăйкăшмаççĕ, чирлисене питĕ кирлĕ пулнине чунпа туяççĕ, – каласа парать Марина Викторовна.
Тепĕр ырми-канми ĕçлекен çын кунта – сестра-хозяйка, Анат Тимĕрçен пики Светлана Садкова.
Вăл чăн-чăн кил хуçи пек. Ун çинче уйрăмри йĕркелĕх те, тасалăхпа тирпейлĕх те тытăнса тăраççĕ. 1994 çултанпа вăй хурать кунта вăл. Пысăк тиев тиенет Светлана Ивановна çине: кунне 13-14 çын палатăна выртать, çавăн чухлех
сипленсе тухать, вĕсен вырăнĕсен çиттисене улăштармалла, тухтăрсен, операци сестрисен костюмĕсене, халачĕсене çуса, якатса парать. Куллен. Таса мар вырăн  çиттисене леçсе тасисене тиесе килмелле. Хуçалăхри специалистен ĕçĕсемшĕн те – электрик, сантехник, платник – вăл яваплă.

– Светлана Ивановнăн тивĕçĕ калама çук нумай. Ĕçне кура укçине те ытларах тÿлес килет. Анчах бюджетра кăтартнинчен иртме çук, – хутшăнать калаçăва Владимир Владимирович. Санитаркăсем уйрăмра иккĕ – Анна Дубова тата Валентина Крылова. Чăваш хĕрарăмĕсем операци хыççăнхи пациентсенекунти палатăсемпе коридорсене тасалăхра тытаççĕ кăна мар, тимлеççĕ, медсестрасене пулăшаççĕ, чирлисене тепĕр уйрăма тĕрĕслев иртме ертсе çÿреççĕ,документсене леçеççĕ.

Апат çитерес тивĕç буфетчица Людмила Дылдина çинче. Унăн йăл куллипе çепĕç сасси пациентсен кăмăлне çĕклесе сывалма пулăшать.
Операци медсестри – медицинăри уйрăм професси теме те пулать. Çак ĕçре ĕçленĕ çын медсестран хуть те хăш вырăнти тивĕçе те пурнăçлаять. Унран операци мĕнле иртесси питĕ нумай килет. Вăл кăшт тытăнса тăни е çухалса кайни çын пурнăçне тăма пултарать. Операци медсестрине ĕç вырăнĕнче улăштарма пултаракан та сахал. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра çуралса çитĕннĕ Надежда Александрова онкологин 2-мĕш хирурги уйрăмĕнче 1999 çултанпа тăрăшать. Ĕçе ир килет вăл. Операци ирттерме кирлĕ мĕнпур стерильнăй япаласене – перчеткерен пуçласа инструментсемпе çĕлемелли йĕп таран – хатĕрлет.
– Надежда Михайловна пысăк опытлă специалист. Вăл операци мĕнле пынине пĕлсе тăрать, тухтăр каламасăрах куçран пăхнипеле мĕнле инструмент памаллине пĕлет. Халĕ операци юнсăр иртет. Ятарлă электроçĕçĕсем ÿте каснă май юн тымарĕсене тÿрех çыпăçтарса пыраççĕ. Ку операци сестрин ĕçне те кăшт çăмăллатрĕ, анчах та яваплăхне чакармарĕ, – каласа парать заведующи.

Чи асли

Аслă медсестра Марина Викторовна Ульман (Харитонова) кунта 1993 çултанпа тăрăшать. Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта 1974 çулта кун çути курнăскер ачаранах пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та шкул хыççăнах Ульяновскри 1-мĕш медучилищĕне кĕнĕ. Ăна 1993 çулта ăнăçлă пĕтерсе тÿрех онкологи диспансерне çул тытнă.
Кунти хирурги уйрăмĕнче вăл медицина сестрин пур тивĕçне те пурнăçланă – операци мед сестри кăна пулман. 2009 çултанпа – аслă медсестра. Ĕçри пушă вăхăт пирки унăн ĕмĕтленмелли те çук. Вăл пуриншĕн те явап тытать. Эмелсене кирлĕ чухлĕ тата вăхăтра илсе килесси, тирпей-илем кÿресси, тухтăр хушнисене тĕрĕс пурнăçланине тĕрĕслесси, графиксем тăвасси тата ытти нумай-нумай ĕç унăн.

– Ĕç кунĕ вĕçленнĕ, киле каятăп тесе калама пултараймастăп. Нормăпа ĕç 15 сехет те 42 минутра вĕçленет. Эпĕ нихăçан та çак вăхăтра киле тухса кайса курман. Чи сахалли 18 сехетчен тытăнса тăратăп. Уйрăмра палатăсенче 56 çынран сахалтарах пулмасть. Тата 4 çын кăнтăрлахи стационарта. Вĕсене сиплеме мĕн кирлине вăхăтра тупса парасси ман тивĕç. Эп çакна лайăх ăнланатăп. Хам ĕçе питĕ юрататăп. Мĕншĕн тесен çынсене кирлине чунпа, ăшпа туятăп, хамăн ĕçĕн результатне курни вара пушшех хавхалантарать. Пациентсене çăмăлраххине, сывалса пынине курсан мăшăрпа ачасем кĕтекен киле 2-3 сехет кая юлса таврăнни ахальтен мар пулнине туятăн. Кашни сывалнă пациентшăн чĕрене çăмăл пулса каять, темле савăнăç хумĕ пырса çапать, – тет вăл.

Ылтăн скальпель

Ку ята 2-мĕш хирурги уйрăмĕн заведующине, аслă категориллĕ тухтăра, медицина ăслăлăхĕн кандидатне Владимир Владимирович Музякова официаллă органсем хальлĕхе паман-ха. Çак пысăк хисепе вăл пациентсенчен тивĕçнĕ.
Халăх хушшинче ăна «ылтăн алăллă хирург», «ылтăн скальпель» теççĕ. Халăх хисепĕ вăл – чи пысăкки, чи тĕрĕсси, чи тивĕçли. Пысăк хисеппе пĕрлех пысăк яваплăхĕ те ун çинче. Хăрушă чир çаклансан е çăмăл шыçă тупăнсан, операци тумаллах пулсан нумайăшĕ шăпах çак тухтăр патне лекессишĕн Турра тархаслать.
Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ  Чутай районĕнче Хватукассинче çуралнă тухтăр. 1988 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпах Ульяновскри онкологи диспансерĕнче, 1989 çултанпа – 2-мĕш хирурги уйрăмĕнче вăй хурать. 1999 çулта аспирантура пĕтерсе кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Кăкăр ракĕпе чирлекенсене операци тумалли хăйĕн 3 методикине ĕçе кĕртнĕ, çĕнĕлĕхсене çирĕплетсе 2 патнет илнĕ. Владимир Владимирович пирĕн облаçра кăкăр пластикин операцийĕсене тума пуçланă 1-мĕш хирург. Вăл маммолог, онколог, хирург специальноçĕсемпе чирлисене йышăнать, сиплет.
– Онкодиспансер хăй ĕçлесе илекен учреждени. Укçине страхлав организацийĕ уйăрса парать. Чирлисене мĕнле сипленинчен, чир историне еплерех çырнинчен (тĕрĕслев органĕсем вĕсене пăнчă ăçта лартнă таранччен тĕрĕслеççĕ) тата ытти нумай япаларан килет пирĕн ĕçченсен ĕç укçийĕ. Эпĕ 34 çул ытла диспансерта вăй хуратăп. Мораль тĕлĕшĕнчен ку питĕ йывăр. Сыватнă çынсемшĕн, паллах, савăнатăн, анчах та теприне паян-ыран вилессе пĕлсе тăрсах пурнăç пирки каласа хавхалантаратăн. Хăш чухне ĕçе улăштарас шухăш та пырса кĕрет, анчах та хамăн хаклă пĕлĕве, ăсталăхăма сая ярас килмест. Шел. Пациентсен шучĕ те ÿссе пырать. Кăкăр ракĕ регионта кăна мар, Раççейре те чи анлă сарăлнă онкологи чирĕ. Кăсăкла пулин те, кăкăр ракĕпе хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те чирлеççĕ. Пирĕн облаçра çулталăкра 1-2 тĕл пулаççех вĕсем, – каласа пачĕ Владимир Музяков. 

– Кăкăр ракне халĕ тĕрлĕ майсемпе сиплеме вĕреннĕ. Кун валли пирĕн аслă категориллĕ специалистсем, пысăк пахалăхлă техника пур. Медицина пĕр вырăнта тăмасть.
Çавăнпа та тÿрех хăраса ÿкмелле мар. Кăкăр çинче хăвăр е тухтăр хытă шыçă, кăкăртан шыв е пĕр-пĕр шĕвек пăчăртанса тухсан специалист патне кайма ÿркенмелле мар. 50 çул хыççăн кашни çул маммографи иртмелле.
Хальхи компьютер саманинче пĕр-пĕр организаци, япала, тивĕç е ыттин пахалăхĕ, ĕçĕ пирки интернетра тупма пулать. Тухтăрпа медицина учрежденийĕн ĕçне сайтсемпе социаллă тытăмсенче хак парасси те модăна кĕнĕ ĕнтĕ.
Нумай ырă сăмах вулама пулать Владимир Владимирович пирки çав тетелсенче. «Манăн тухтăр», – теççĕ ăна пациентсем тав тунă май. Ку ăна мĕнле çывăха хунине палăртакан тепĕр пулăм. «Унăн профессионализмĕ, ылтăн алли мана чир аллинчен туртса илчĕç». «Владимир Владимирович – Турă панă тухтăр. Халăхра пурте Турă аллинче теççĕ. Çĕр çинче вара вăл – тухтăр алли, уйрăмах сирĕн». «Мана питĕ ăнчĕ, эпĕ В.В. Музяков патне лекрĕм. Тимлĕ, йăваш, ăслă, пултаруллă, ырă вăл. Ылтăн алăллă тухтăр, çав тери пысăк чĕреллĕ, вăй-хăватлă, çынсене ăнланакан». Çакăн пек хаклавсем интернет-сайтсенче татах та нумай. Эпĕ хăш-пĕрне кăна илсе кăтартрăм. Çакăн пек паллă тухтăр, тĕлĕнмелле пултаруллă çын ЧĂВАШ, ЕНТЕШ пулнипе манра та мăнаçлăх çуралчĕ.
Ырă, туслă коллективпа сыв пуллашнă май пуçра вара пĕр шухăш кăна явăнчĕ: паллах, питĕ чаплă специалистсем ĕçлеççĕ, çыннисем те лайăх, анчах та чирлеме Турă никама та ан хуштăр, чирчĕр айккинчен пăрăнса ирттĕр.

ЕЛЕНА ТРОЯНСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.


Фото

Location for : Listing Title