24 марта 2021 12:29
Çын хушшинче кăмăл çирĕплĕхĕпе тата ăшшипе уйрăлса тăнă Геннадий Петрович хăйĕн пурнăçĕн вăйпитти çулĕсене тăван шкулпа çыхăнтарнă, 30 çула яхăн учительте ĕçленĕ. Вĕсенчен 8 çулне директор лавне туртнă. Пĕлÿ çурчĕ, учительсемпе ачасем чикĕ çарĕн ветеранĕшĕн чăн-чăн çемье пулса тăнă.
Çак кунсенче ун ячĕпе 2-мĕш «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртрĕ. Кĕтнĕ ăмăртăва Геннадий Клемендеев выпускникĕсем, ял администрацийĕнче вăй хуракансем, чикĕ çарĕсенче хĕсметре тăнă ветерансем, педагогсем, шкул ачисем пухăнчĕç. Чи çывăх çыннисене те йыхравланăччĕ: мăшăрĕ Елена Петровна тата ывăлĕ Александр килсе çитрĕç.
Ăмăрту савăнăçлă линейкăпа пуçланчĕ. Сумлă хăнасем – Çĕнĕ Улхаш шкул директорĕ Надежда Утриванова, ял пуçлăхĕ Валентина Клементьева, Ульяновск облаçĕнчи чикĕ çарĕнче служба иртнисен «73-я пограничная застава имени Ю. Кологреева» обществăлла юхăмăн председателĕ Алексей Кушманцев подполковник – сăмах илчĕç.
Калаçакансенчен пурте тенĕ пекех шкул директорне, «Вперед коммунизму» хуçалăх парткомĕн секретарьне Г.П. Клемендеева ырăпа аса илчĕç, çак хисеплĕ çыннăн пĕлÿ çурчĕпе тăван ял аталанăвĕшĕн тунă ĕçĕсене çĕнĕлле хак пачĕç.
Ăмăрту хĕрÿ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ ячĕшĕн çĕнулхашсем пĕр тумлам вăй юлмиччен тупăшрĕç.
Йĕлтĕр йĕрĕ çинче – Владимир Серебряков мала тухрĕ, иккĕмĕшĕ – Александр Ширтанов, виççĕмĕшне Вячеслав Ермолаевпа Иван Винокуров пайларĕç.
Шкул ачисем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнисем: Дарья Сандркина, Александр Кузьмин, Алина Макарова, Валерий Поляков. Призерсем: Анна Черкесова, Нурия Амерханова, Анатолий Ключников, Артем Фролов, Анастасия Ригунова, Петр Долгов, Максим Етриванов. Пурте медальсемпе Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Спорт уявĕнче ветеран-пограничниксем шкула асăнмалăх кубок парнелерĕç.
Мероприяти йĕркелÿçисем С.В. Иванов, А.В. Садюхин, А.В. Маркова, Н.П. Долгов усламçăсене, Г.П. Клемендеев çемйине пулăшу аллине тăснăшăн тав тăваççĕ.

Полина ДОЛГОВА,
Çĕнĕ Улхаш шкулĕн вĕрентекенĕ.
Чăнлă районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title