Çырусем çунат хушаççĕ

28 февраля 2023 08:00

Вырăнти хирĕçтăрусен ветеранĕсем, Раççейри «Боевое братство» пĕрлешĕвĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем çиччĕмĕш хут Украинăри ятарлă операци пыракан вырăна çула тухĕç. Ыркăмăллăх утăмне Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн туни ахальтен мар – отставкăри офицерсем çар çыннисене ачасенчен çырусем, открыткăсем, сăнÿкерчĕксемпе ырă сунăмсем нумай илсе кайĕç.

Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа канăçа çухатман çын сайра-тăр хушăмăрта. Салтаксене, нушана лекнĕ мирлĕ халăха пулăшасси юнра пирĕн. Нумаях пулмасть кăна гуманитари пулăшăвĕ леçсе таврăннă ентешĕмĕрсенчен пĕри, Ульяновскра пурăнакан Владимир Егорович Ярухин «Салтака çыру» тата «Салтака посылка» акцисем малалла тăсăлнине пĕлтерчĕ. Блиндажсем тумашкăн строительство материалĕсем ăсатнисĕр пуçне ветерансем черетлĕ гуманитари пулăшăвне леçсе килнĕччĕ кăна-ха. Çак ырă ĕçе явăçакансем нумай. Посылкăсене пуçтарас юхăма «Ниме» чăваш культура центрĕн председателĕпе Герман Мадюковпа унăн хастарĕсем, Дмитрий Кузьмин, Валерий Федоров, Леонид Васильев, Геннадий Падиаров, Клавдия Лухманова Нина Назарова, Василисăпа Николай Черновсем, Еленăпа Анатолий Уресметовсем, Марийăпа Николай Хватинсем, Галина Аюгинăпа хĕрĕ Екатерина Троянская, Ульяновск облаçĕнчи пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕн редакцийĕ, «Хунав» театр ушкăнĕ, Майна районĕнчи Чÿрекел çыннисем, Кивĕ Майна учителĕсем, Чертаклă районĕнчи Октябрьски поселокĕнчи «Василек» ача сачĕн «Дельфинчик» ушкăнĕ тата ыттисем тăтăш хутшăнни сăваплă. 
Паянхи редакци хăни – ШĔМĕн саппасри подполковникĕ, мăшăрсемпе тетесене, аттесемпе шăллăмсене гуманитари пулăшăвне çитерма васкакан Владимир Ярухин.
– Хальхи çулçÿреве эпир 7-мĕш тиевпе тухăпăр. Гуманитари пулăшăвне кашнинчех Украинăри хамăр подразделенисем таранах çитерме тăрăшнипе пире шанаççĕ. Ырă кăмăллă туссем парса янă япаласене Раççей офицерĕсене, салтакĕсене алăран тыттаратпăр. Вырăнти хирĕçтăрусен ветеранĕпе, Марс Саяпов полковникпа, эпир шанчăклă юлташсемпе – Муркаш районĕнчи (ЧР) Герман Леонтьевпа, Çĕпрел районĕнчи (ТР) Виктор Петуховпа, Кивĕ Майна район центрĕнчи шкул учителĕпе Максим Чебаковпа, адвокатсемпе, пачăшкăсемпе (Чакăри Олег атте, Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи (Çĕпрел районĕ, ТР) Владимир иероманах) – вăй хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи ĕçе парăннă çынсем вĕсем, – терĕ Владимир Егорович.
Ульяновскри 31-мĕш штурмпа десант бригадин офицерĕсемпе çыхăнса калаçнă хыççăн ентешсем 2022 çулхи акан 17-мĕшĕнче пуçласа çула тухнă. Украинăра çар операцине иртекенсем валли радиостанцисем, рацисем, прицепсем, ачасенчен Раççей салтакĕсене хавхалантаракан çырусем, посылкăсем илсе кайнă. Кирлĕ тавара ырă кăмăллă çынсем куçарнă укçапа туяннă. 
2-мĕш хут шăп уйăхран çăвăн (май) варринче кайнă. Ку гуманитари пулăшăвне хальхинче икĕ автомобиль çине тиенĕ. Хамăр салтаксемпе офицерсем валли атăсем (берцы), савăт-сапа, ăшă тытакан тум, нуски таврашĕ, апат-çимĕç илсе кайнă. 2022 çулхи чÿк уйăхĕнче КамАЗ автомашина çине 10 тонна кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тиесе инçе çула тапраннă. Ульяновск облаçĕнче тата Чăваш Енте пурăнакан офицер-ветерансем хальхинче Херсон облаçĕнче пулса килнĕ. 
– 4-мĕш хут ырă грузпа автомашинăпа икĕ прицеппа кайрăмăр. Пирĕнпе пĕрле Муркаш район каччи Герман Леонтьев тата Норильскинчен Михаил Сарин пычĕç. Ун чухне 5 подразделени-пе, чăвашсемпе тĕл пултăмăр. «Атăл» (ЧР), «Симбирск» батальон ачисемпе, «Свияга» саперĕсемпе, 31-мĕш тата тепĕр штурмпа десант бригадисен арĕсемпе тĕл пултăмăр. Генераторсемшĕн, теплогенераторсемшĕн тав турĕç. 5-мĕш хутĕнче икĕ КамАЗ пиломатериал, хăмасем, брусоксем леçсе патăмăр. Паха материалпа Кивĕ Майна, Унтăр лесничествисем тивĕçтерчĕç. 6-мĕш хутĕнче ятарлă операцине мобилизаципе кайнă çынсем валли Кивĕ Майна администрацийĕ тата хамăр пуçтарнă япаласем илсе кайрăмăр, – терĕ Владими Ярухин. –  Эпир пулăшмасан – кам пулăшĕ салтаксене? Вĕсем камăн-тăр ывăлĕсем, шăллĕсем, тетĕшсем, мăшăрĕсем, кукашшĕ, аслашшĕсем. Кашниех кучченеçе тутансан хăйне килте кĕтнине пĕлтĕр. Ман уйрăмах ачасене тав сăмахĕ калас килет. Сăваплă акцие ача сачĕсене çÿрекенсем те, пуçламăш шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнаççĕ, офицерсемпе салтаксем валли ÿкереççĕ, ăшă сăмахсем çыраççĕ. Пĕчĕккисем чунне хунине куратпăр эпир. Ас-лăраххисем сăвăсем шăрçалаççĕ. Çамрăксем маттур пирĕн. Начар теме çук вĕсене, питĕ аван. Украинăра çар тивĕçне пурнăçлакансен çак çырусене вуласан куççуль тухать. Кашни шкула пĕрер хурав та пулин илсе килме тăрăшатпăр эпир. Çырусене ачасем патне çитерес килет. Область шкулĕсене çарпа патриотла ăс парас тĕллевпе нумай çÿретпĕр. Ача-пăчапа çамрăксем паян саманине кура та-и аслă çулхисем пек питĕ ăслă шухăшлама пĕлеççĕ. Тĕлĕнмелле, ăнкаруллă чĕлхепе калаçатпăр вĕсемпе. Аслă классем мăн кукашшĕ-аслашшĕсем, аслашшĕ-кукамăшсем çинчен каласа параççĕ. Аслă вăрçă, Афганистанпа Чечня вăрçисем витĕр тухнă геройсен паттăрлăхне аса илеççĕ.
Ырă, сапăр чун-чĕреллĕ çынсем сÿрĕк те тимсĕррисенчен нумайрах. Пурте пултарнă таран Раççей çарне пулăшма тăрăшаççĕ.
– Акцие пуçласа хутшăнтăмăр. Салтаксене пулăшасси пирки тахçанах шутлаттăм-ха. Хам ушкăна çÿрекен ачасемпе калаçрăм малтан, вĕсем пурте салтаксем валли ÿкерчĕксем ÿкересшĕн пулчĕç. Çыру çыраймаççĕ-ха хальлĕхе, 6-ра кăна. Вĕсем ÿкерĕç, эп çыру çырăп терĕм. Каярах ашшĕ-амăшĕсемпе гуманитари пулăшăвĕ пухасси çинчен калаçрăм та вĕсем ырларĕç. Методистсем те хушăнчĕç. Çапла салтаксем валли икĕ эрне ăшă нускисем, хырăнмалли хатĕрсем, шăл тасатмалли паста, алшăллисем, нÿрĕ салфеткăсем, медикаментсем, çăратнă сĕт, сало, ыхра, пыл, хăвăрт пиçекен апат тата ыттине пурĕ 8 коробка пухса хатĕрлерĕмĕр, – терĕ Октябрьскинчи «Василек» ача сачĕн воспитателĕ Марина Николаева хăйсем тунă ырă ĕçпе паллаштарса. – Тав Владимир Ярухина, Марс Саяпова, ытти вĕсем пек хăюллă ентешсене ырă пуçарусемшĕн.


Алена АЛЕКСЕЕВА калаçнă. 
Автор сăнÿкерчĕкĕ.


Фото

Location for : Listing Title