Шăматкун Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культурăпа кану центрĕнче «Улах сăри» уяв иртнĕ. Ăна Раççейри Халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне халалланă.
Савăнăçлă мероприятие Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мустаев уçнă. Вырăнти чăвашсене, хăнасене Улах сăрипе саламласа ырлăх-сывлăх суннă.
– Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсем яланах çирĕп туслăхпа палăрса тăнă, ĕçленĕ, аталаннă, хăйсемпе юнашар килсе вырнаçакан халăхсене те хапăлласа йышăннă. РФ Президенчĕ Владимир Путин 2022 çула халăхсен ÿнерпе культура еткерлĕхне халалласа Раççейре пурăнакан нацисен пĕрлĕхне пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр хут кăтартса пачĕ.
Кăшăлвирусран асăрханнă вăхăтра мĕнпур санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнса уявсем йĕркелеме çăмăл мар. Пултарни паха, – тенĕ Олег Николаевич «Мир» Культурăпакану центрĕн ĕçченĕсене, «Чĕкеç» чăваш клубĕн ертÿçине, УОЧНКАн Çĕнĕ Ульяновскри уйрăмĕн пуçлăхне Зоя Рейтера, ентешĕсене тав туса.
Олег Мустаев Çĕнĕ Ульяновскри ветерансен канашĕнпредседательне, муниципаллă пĕрлĕх депутатне, РФ КРОВД пайташне Василий Артемьева чăваш культурине сыхласа хăварнă тата аталантарнă çĕре тÿпе хывнăшăн, этеплĕхе халăх хушшинче сарнăшăн, наци пĕрлĕхне çирĕплетнĕшĕн Тав çырăвĕ парса чысланă.
Уява хаклă хăнасем – Çĕнĕ хулари «Ниме» чăваш культура центрĕн председателĕ Герман Мадюков, УОЧНКАн хулари Засвияжски районĕнчи пуçлăхĕ Анатолий Сайдяшев, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем килсе çитнĕ.
Концерт программине чăваш халăх юрă коллективĕ – «Сăрнай» ансамбль (пултарулăх ертÿçи – РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Виктор Коваленко) – пуянлатнă. Вĕсемпе пĕрле сцена çине чăваш юрă ушкăнĕсем «Илем» (Александр Чурбанов) тата «Эмине» (Зоя Рейтер), «Мостовая Слобода» (О. Арясова) ансамбль, академи юррин халăх коллективĕ «Вдохновение» (И. Ким) тухнă.
Йышсен солисчĕсем куракансене юрă-кĕвĕпе килентернĕ. Роза Егорова, Дмитрий Кузьмин, Нина Яковлева тата ыттисем пĕчченшерĕн, икшерĕн юрласа савăнтарнă. Хайлавсем тĕрлĕ чĕлхепе янăранă.
Ертÿçи – халăхсен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн ĕçченĕ Анна Кузнецова.
Çĕнĕ Ульяновск администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Анна Емелина уява хутшăннă хастарсене пурне те чĕререн тав туса коллективсене, йĕркелÿçĕсене Тав çырăвĕсем панă.
Александра РОМАНОВА.
К. Лухманова сăнÿкерчĕкĕсем.

Your Wishlist : Locations
Welcome to TownHub.