Йывăçсенчен тасатнă

23 апреля 2021 08:38

Çаксене шута илсе чăвашкассисем пухăнса масара тирпейлеме йышăннă. Вунă çынран тăракан ятарлă комисси суйланă. Вĕсен хушшинче ĕçе йĕркелесе пыма, бригадир пулма Анатолий Сайдяшева лартнă,укçа-тенкĕ енчен вара асли пулма Сергей Мерзлоукина шаннă. Ял халăхĕ çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнă, кашни килтен ырă ĕçе пурнăçлама тесе укçа пухнă. Ялтан тахçанах тухса кайнă, урăх çĕрте, аякра, пурăнакан ентешĕсем те çак сăваплă ĕçрен пăрăнса юлман. Ятарлă счет çине укçа куçарнă.
Кашнинех çак масар çинче пĕр-пĕр çывăх çынни канлĕх тупнă-çке-ха.
Иртнĕ эрнере, эрнекун, шăматкун тата вырсарникун Чăвашкасси масарĕ чăн-чăн делянкăна çаврăннă. Ялти вăй питти арçынсем, çывăхарах хуласенче пурăнакан ентешĕсем пысăк ĕçе пурнăçланă. Виçĕ кунра 150 ытла йывăç касса, тиесе, масар çинчен кăларса, ял администрацийĕ кăтартнă вырăна вырнаçтарнă. Мĕн пысăкăш ĕç! Кун пек хăватпа чăнах та чăвашкассисем, чăн-чăн чăваш тĕнĕпе пурăнакан ентешсем, кăна пултараççĕ пуль. Паллах, пуртăпа пăчкăпа çакна тума çук. Икĕ пысăк кран, бульдозер, 3 самосвал тата ытти техника тăрăшнă çак кунсенче унта. Ялти «Заря» фермер хуçалăхĕ (ертÿçи Н.Н. Ивандеева) укçасăр соляркăпа, техникăпа тивĕçтернĕ.
– Малтанхи кун масар çине ĕçлеме 40 çын, иккĕмĕшĕнче – 35, виççĕмĕшĕнче 30 çын тухрĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче çавăнтах хамăр йăлапа хуранпа 7 тĕслĕ кĕрперен пăтă пĕçертĕмĕр. Ваттисем пулăшса пыччăр тесе кĕлтурăмăр. Чăвашкасси ялĕнчен тухнă, унта пурăнакан мĕнпур çынна кар тăрса нимене хутшăннăшăн чĕререн тав тăватпăр. Ку ĕç пĕриншĕн мар – пуриншĕн те. Темиçе çул каялла масара тасатма тата ун йĕри-тавра карта тытма ял администрацийĕ смета тунăччĕ. Унпа йывăçсене касма кăна 1 миллион ытла укçа кирлĕ тенĕччĕ. Карта тытма тепĕр миллион. Эпир вара ку ĕçе чи пĕчĕк тăкакпа (расхут) пурнăçларăмăр, – каласа пачĕ А.В. Сайдяшев.
Кунпа Чăвашкассинче ĕç вĕçленмен-ха. Хальлĕхе масар çинче 6 йывăç касмасăр тăрса юлнă. Тата картине çĕнĕрен тытмалла. Малтанхи çĕрсе пĕтнĕ, кивелнĕ. Çакна та Çимĕкчен ĕлкĕрме палăртнă чăвашкасси хастарĕсем. Чăваш Турри те, ваттисем те пулăшччăр вĕсене çак ĕçре. Çаплах ял тата район администрацийĕсен пулăшăвĕ те пĕртте ытлашши пулмĕччĕ.

Дана СВЕТЛОВА.
А. Сайдяшев сăнÿкерчĕкĕ.

Фото

Location for : Listing Title